Талăк
- Ку ăнлава Кун тенипе пăтраштармалла мар
Талăк — вăхăт виçевĕн пĕрчи, çавракалатса пăхсан Çĕр чăмăрĕ хăй тĕнĕлĕ тавра пĕрре çаврăннин вăхăчĕпе (период) тан.
![](http://178.128.105.246/cars-http-upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/0/09/Sun_and_Moon_Nuremberg_chronicle.jpg/220px-Sun_and_Moon_Nuremberg_chronicle.jpg)
Талăк тесе чылай чухне хĕвел талăкĕ текен астрономилле ăнлава калаççĕ. Çавăн пекех кулленлĕхре «талăк» теес вырăнне «кун» тенине те палăртмалла.
Талăк 24 сехетран, е 1440 минутран, е 86400 çеккунтран тăрать тата, йăлана кĕнĕ тăрăх, ăна тăватă пая пайлаççĕ — ир, кун, каç тата çĕр.
Календарьти талăксем эрнесене, уйăхсене пуçтарăнаççĕ.
Талăк СИ тытăма кĕмест, анчах вăл унта лайăх майлашăнать, мĕншĕн тесен çеккунтпа тÿреммĕн çыхăннă.