Канаш
![](http://178.128.105.246/cars-http-upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/5/5f/Disambig_gray.svg/20px-Disambig_gray.svg.png)
1925
|
Кана́ш[3]) — Раççей хули (1925 çултанпа), Чăваш Енри Канаш районĕн администраци центрĕ. Пысăк чукун çулĕн çыхăвĕ.
Тавралăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хула лаптăкĕ 18,5 км², пĕтĕмпе 55,3 пин çын пурăнать (2001). Мускавран тухăçалла 666 км чукун çулĕ çинче вырнаçнă. Шупашкарпа Канаш хушши 76 км.
Халăх йышĕ, хула тытăмĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]![](http://178.128.105.246/cars-http-upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/6/60/Kanash%27s_railway_station_%E2%80%94_view_from_12_way.jpeg/250px-Kanash%27s_railway_station_%E2%80%94_view_from_12_way.jpeg)
Хула историйĕ чукун çулпа тачă çыхăннă. Малтан ку вырăнарах Шăхран ятлă ял ларнă. Ял ячĕпе станци ятне панă. Станци аталаннăçем аталанса пынă — хальхи Канаш хули пулса тăнă.
1911 çул тĕлне хулара 40 суту-илӳ фирми ĕçленĕ. Ытларах енĕпе вĕсем вырăнти вăрмана касса аякалла сутнă.
1912 çулта хулара пуçламăш аслă вĕренӳ учил��щи уçăлать, 1914 çулта вара вĕрентевçĕсен семинари пулса тăрать.
1919 çулта Канаш шайĕ ӳсет — вăл тĕвĕллĕ станци пулса тăрать.
1925 çулхи çĕртме уйăхĕн 6-мĕшĕнче ВЦИК постановлени кăларса станцине хула шайне хăпартнă. Вăл вăхăтра хула йышĕ 2 323 çынпа танлашнă.
1929 çулхи чӳк уйăхĕн 7-мĕшĕнче хулара пĕрремĕш электростанци ĕçлеме пуçланă.
Хулан тепĕр тапхăрĕ 1934 çулхи пуш уйăхĕнчен пуçланать — вакун юсакан савут тума пуçланă.
1940 çул тĕлне хулара 17,3 пин çын пурăннă, 4 шкул, финанс техникумĕ, медицина училищи ĕçленĕ. Ку вăхăт тĕлне педагогика училищин çĕнĕ çуртне хăпартса лартнă пулнă.
Паллă çынсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Надежда Вейенберг (Ильина) — раççей тата нидерланд чупаканĕ.
- Людмила Алексеевна Шевченко (1945 çур.) — цирк артисчĕ, СССР халăх артисчĕ (1988).
Фотопухăм
[тӳрлет | кодне тӳрлет]-
Канаш администрацин çурчĕ -
Ĕмĕрхи çулăм монуменчĕ
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Цитатăланă чухнехи йăнăш Неверный тег
<ref>
; для сносокglava
не указан текст - ^ Почтовые индексы г. Канаш //Деловой город
- ^ [1] //Шихраны в 1892—1925 годах
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Канаш сайчĕ (вырăсла) 2005 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче архивланӑ.
![]() |
Канаш Викиампарта? |
---|
- Канаш администрацийĕ
- Канаш телекурав студийĕ 2014 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче архивланӑ.
- Канаш хули тата унта пурăнакансем 2014 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче архивланӑ.
- Канашра ӳкернĕ фотосем
- Канаш в энциклопедии «Мой город»
- Информаци портал, Канаш
- Канаш çуралнă кунне тата чукун çул ĕçченĕсен уявне паллă тунă
Чăваш Ен |
|||
---|---|---|---|
Тĕп хула: Шупашкар Районсем: Вăрмар | Вăрнар | Елчĕк | Етĕрне | Йĕпреç | Канаш | Комсомольски | Красноармейски | Куславкка | Муркаш | Патăрьел | Пăрачкав | Сĕнтĕрвăрри | Çĕмĕрле | Çĕрпӳ | Тăвай | Улатăр | Хĕрлĕ Чутай | Шăмăршă | Шупашкар | Элĕк | Статьясем: Географи | Гербĕ | Гимнĕ | Историйĕ | Халăхĕ | Администрациллĕ-территориллĕ пайланăвĕ | Ялавĕ |
![]() |
Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
- Шаблонсенче тӑтӑш тӗл пулакан аргументсемпе усӑ куракан старницӑсем
- Страницы с некорректными тегами координат
- Ӑнлантарусенче йӑнӑш пур страницӑсем
- Пурăнан вырăнсем, алфавитпа
- Халăх йышне кăтартман пурăнан вырăнсем
- Файл каҫи ӗҫлемен страницӑсен йышӗ
- Викиампар каçă статьисем
- Чăваш Енĕн хулисем
- Страницы с картами