Квадсем
![](http://178.128.105.246/cars-http-upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/e/ef/East_europe_3-4cc.png/220px-East_europe_3-4cc.png)
Квадсем (лат. Quadi) — свев ушкăнне кĕрекен анăçри герман йăхĕ.
Пирĕн эрăчченхи I ĕмерте Майн хĕрринче пурăннă. Пирĕн эра пуçламăшĕпе VI ĕмĕр таран Танайăн вăтам юхăмĕнче çурçĕр енче пурăннă. Çавăн пекех вĕсем Эльбăпа Одер шывĕсен тури юхăмĕсенче тĕл пулнă. Хальхилле каласан — вĕсем Австри, Морави, Анăç Словаки тата Çурçĕр Венгри çĕрĕсене йышăннă.
Квадсем маркомансемпе туслă пулнă, Марибод патшалăхне кĕнĕ. 166-180 çулсенче Маркоман вăрçине хутшăннă, Римпа çапăçнă. Вăрçă вĕсемшĕн ăнăçл�� иртмен — Рима парăнмалла пулса тухнă.
V ĕмĕр пуçламăшĕнче вĕсем вандалсемпе пĕрле Испанине куçса Пиреней çурутравĕн çурçĕр-хĕвеланăç енче хăйсен патшалăхне йĕркеленĕ. 585 çулта патшалăха вестготсем çĕнтерсе илнĕ.
Герман йăхĕсем | |
---|---|
Алемансем • Англсем • Батавсем • Бургундсем • Вандалсем • Вестготсем • Гепидсем • Герулсем • Готсем • Гётсем • Дансем • Квадсем • Кимăвăрсем • Лангобардсем • Маркомансем • Неметсем • Остготсем • Ругсем • Сакссем • Свевсем • Свейсем • Скирсем • Таифалсем • Тевтонсем • Тенктерсем • Франксем • Хаттсем • Херусксем • Ютсем Йăх пĕрлешĕвĕсем: Ингевонсем • Истевонсем • Герминонсем
|